Паян, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Телей алӑ ҫупса тӑнӑ чух…» курав уҫӑлнӑ. Ӑна чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипечӗн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ.
Анатолий Кипеч — поэт, писатель, педагог, философ, общество деятелӗ. 1937 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Чулкӑмакара ҫуралнӑ.
Вӑл чылай ҫул ӑслӑлӑх тата педагогика енӗпе ӗҫленӗ, республикӑри аслӑ шкулсенче философи, эстетика, педагогика енӗпе лекцисем вуланӑ. Литература анине пурнӑҫ мӗнне тарӑнрах ӑнлана пуҫласан ҫеҫ, хӗрӗхсенелле, сухалама тытӑннӑ. Унӑн пӗрремӗш калавне «Капкӑн» журналта 1976 ҫулта пичетленӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑра ҫил-тӑвӑл алхаснӑ чухне шкулсем шар курнӑччӗ. Уйрӑмах Комсомольски, Йӗпреҫ, Канаш районӗсенче пурӑнакансем тӑкак тӳснӗ.
Шар курнӑ 7 шкултан 5-шӗ – Комсомольски районӗнче: Хырхӗрри, Урмаел, Хирти Сӗнтӗр, Чӗчкен, Асанкасси шкулӗсем. Вӗсенче юсав ӗҫӗсене туса пӗтернӗ, пӗлӳ ҫурчӗсем вӗренӳ ҫулне хатӗр.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке шкулӗнче те юсаса пӗтернӗ. Канаш районӗнчи Шелттем шкулӗнче вара хальлӗхе ӗҫсем пӗтмен.
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Сухайкассинче шкул ачи пӗчӗк ачана мопедпа ҫапса хӑварнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн яш инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ.
Каҫхи 8 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахра 5 ҫулти ача шар курнӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем мопедпа ҫула тухнӑ яша часах тупса палӑртнӑ. Вӑл ҫав ялти 13 ҫулти ача пулнӑ. Вӑл ашшӗн мопедне аслинчен ирӗк илмесӗр хускатса тухнӑ-мӗн.
Халӗ асӑннӑ яш тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе тӗлӗшпе ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсем ӗҫлӗҫ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра Тинӗс-ҫар флочӗн кунне паллӑ турӗҫ. Ҫав ятпа темиҫе ялта палӑк уҫнӑ.
Канаш районӗнчи Вӑтапуҫ ял тӑрӑхӗнче Тинӗс-ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ ентешсене асӑнса палӑк лартнӑ.
Канаш районӗнчи Ухманта вара Раҫҫей морякӗсене асӑнса палӑк уҫнӑ. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре Тинӗс Ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнисен ячӗпе палӑк уҫнӑ.
Патӑрьелсем Тинӗс-ҫар Флотӗнче хӗсметре тӑнисен энциклопедине пичетленӗ.

Чӑваш халӑх сайтӗнче тин кӑна Канаш районӗнче пӗвере арҫын путса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян республикӑра каллех инкек пулнӑ. Ҫӗмӗрлере пӗвере 37 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын юраман вырӑнта шыва кӗнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки талӑкра икӗ ҫын шыва путса вилнӗ.
Ҫак кунсенче ҫаннталӑк шӑрӑх тӑрать. Ӑшӑ кунсенче ватти-вӗтти тенӗ пек шыва кӗме юратать. Анчах, шел те, ҫак киленӗҫ хш чухне инкекпе вӗҫленет.
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Асхва ялӗнче пӗр арҫын шар курнӑ. Вӑл ялти пӗвене путса вилнӗ.
Республикӑн Шыравпа ҫӑлав службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек вырӑннӗ ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ. Путса вилнӗ ҫынна шыраса тупма вӗсем эхолотпа усӑ курнӑ. Вилене полицейскисене панӑ.
Канаш районӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын чарӑнура тӑракан хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратса пусмӑрланӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каҫхине пулса иртнӗ.
Арҫын «Ҫӗрпӳ — Вӑрмар енне пӑрӑнакан ҫул» чарӑнура тӑнӑ. Унта вӑл 33 ҫулти унччен палламан хӗрарӑм ҫумне ҫулӑхнӑ. Ӑна вӑрман посадкине вӑйпа илсе кӗрсе кайнӑ, вӗлерессипе хӑратса пусмӑрланӑ.
Халӗ суд ҫав этеме 4 ҫул та 3 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Республикӑн халӑх пултарулӑх центрӗ Канаш районӗнчи Культура ҫуртӗнче ҫамрӑксем валли «Вечерка вместо дискотеки» программа ирттернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ку вӑл Пӗрлехи фольклор кунӗ тенине пӗлтерет. Мероприяти тӗллевӗ — чӑваш йӑли-йӗркине ҫӗнӗ технологисем урлӑ ҫамрӑксем хушшинче сарасси.
Мероприятие 12 юрӑпа ташӑ коллективӗ хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ йӑла-йӗркене кӑтартса панӑ: «Утӑҫи», «Салтака ӑсатни», «Тӑла тӳни», «Кӑшарни», «Улах», «Йӗтес чӗртни», «Ача чӑкӑчӗ», «Мӑнкун», «Ниме», «Туй», «Ҫӑнӑхта».
Пӗрлехи фольклор кунне Элӗк районӗнчи «Валинкке», Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑлкуҫ», Йӗпреҫ районӗнчи «Эревет», Канаш районӗнчи «Татмӑш ен», Комсомольски районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Красноармейски районӗнчи «Трак ен», Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Шокӑль», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Сӗнтӗр», Муркаш районӗнчи «Екрем», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ямаш», Шупашкар районӗнчи «Шордан», Шӑмӑршӑ районӗнчи «Аххаяс» коллективсем хутшӑннӑ.

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.